Мускав облаҫӗнчи Домодедовӑра ҫунса вилнӗ арҫынсенчен пӗри Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшран, тепри Ҫӗнӗ Шупашкартан пулни паллӑ. Вӗсен арӑмӗсем тата ачисем тӑрса юлнӑ. Тӗнче тетелӗнчи хыпар-хӑнара ӗненсен, пушарта вилнӗ тепӗр арҫын — Вӑрмар районӗнчен.
Аса илтеретпӗр, инкекӗ чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче каҫхине, 23 сехет те 17 минутра тухнӑ, ӑна ҫурҫӗр иртни 22 минутра сӳнтернӗ. Бытовкӑри ҫулӑм 18 тӑваткал метра ярса илнӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн тӑватӑ ҫын виллине тупнӑ. Виҫҫӗшӗ чӑваш пулнӑ.
Вилнӗ ҫынсем Домодедовӑра уйрӑм ҫын патӗнче стройкӑра ӗҫленӗ. Инкек сӑлтавне прокуратура тата следстви органӗсем тӗпчеҫҫӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пушар ӑшӑтмалли хатӗрпе тӗрӗс мар усӑ курнине пула сиксе тухнӑ.
Вӑрнар район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унти предприятисем производство калӑпӑшне ӳстерсе пыраҫҫӗ. Промышленность продукцийӗн калӑпӑшӗ кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхра пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 30,8 процент нумайланнӑ. Укҫа ҫине куҫарсан вӑл 12 миллиард та 271 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Уйрӑм предприятисене тишкерсен, «Август» фирмӑн Вӑрнарти хутӑш препаратсен савучӗ, «Чӑвашкабельмет», «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ, «Вурнары Завод Сом» кӑтартӑва лайӑхлатнӑ.
Районти вӑтам шалу хисепӗ те ӳснӗ. Унтисем уйӑхсерен вӑтамран 21 пин те 227 тенкӗ те 90 пус илнӗ. Ку вӑл — кӑҫалхи сакӑр уйӑхри кӑтарту. Район администрацийӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенчинчен шалу 4,6% хӑпарнӑ.
Вӑрнар районӗнчи Кайри Тукай ялӗнче пурӑнакан Анна Николаева пӗр ӗмӗр хыҫа хӑварнӑ. Ҫак кунсенче вӑл 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Сумлӑ уява тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем пухӑннӑ. Вырӑнти тӳре-шара та Анна Степановнӑна саламлама килнӗ. Юбиляр патне РФ Президенчӗ Владимир Путин саламлӑ ҫыру янӑ.
Анна Степановна 1916 ҫулта ҫуралнӑ. Чылай йывӑрлӑха тӳссе ирттернӗ вӑл: выҫлӑх, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи… Анна Николаева тӑватӑ класс пӗтернӗ. Пурнӑҫӗ йывӑр килнӗрен малалла ӑс пухайман вӑл.
Анна Степановна ҫамрӑк чухнех «1 Мая» колхозра ӗҫлеме тытӑннӑ, фермӑра пӑру пӑхнӑ. Пӗве кӗрсен Петр Николаевичпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем тӑватӑ ачана ҫуратса тивӗҫлӗ воспитани панӑ. Халӗ Анна Степановнӑна ывӑлӗ Иван тата Екатерина пӑхса тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Енре ҫулсене юсакан тӗп организацие улӑштараҫҫӗ. «Чӑвашавтодор» текех республикӑри ҫулсене юсамӗ.
«Чӑвашавтодор» юпан 1-мӗшӗнчен ҫулсене юсамасть. Ҫӗнӗ подрядчике чӳкӗн 1-мӗшӗччен тупасшӑн.
Чӑваш Енри ҫул-йӗр пирки правительствӑра калаҫнӑ. Кӑҫал ҫулсене юсамашкӑн 4 миллиард тенкӗ ытла уйӑрнӑ, анчах 1\3 пайӗпе ҫеҫ усӑ курнӑ.
Правительствӑра каланӑ тӑрӑх, ку темех мар. Чи кирли – ҫулсен пахалӑхӗ. Хальлӗхе 72 ҫухрӑм ҫула тата 170 картише юсанӑ.
Кӗперсене юсас ӗнӗпе те нумай ӗҫлемеллине палӑртнӑ. Кӑҫал Пӑрачкав тата Вӑрнар районӗсенче кӗпер ишӗлнӗ. Республикӑра пӗтӗмпе 45 кӗпере юсама палӑртнӑ.
Вӑрнар районӗнчи Кӳлхӗрри ялӗнче пурӑнакан Елизавета Егоровна Родионова 100 ҫул тултарнӑ. Юбиляр хӑйӗн ӗмӗрӗнче чылай терт-нуша курнӑ.
Елизавета Егоровна Октябрь революцийӗччен ҫуралнӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи йывӑрлӑха та чӑтса ирттернӗ.
Елизавета Родионова мӑшӑрӗпе пӗрле 5 ачана тивӗҫлӗ воспитани панӑ. Шел те, халӗ вӗсенчен 3-шӗ ҫеҫ пурӑнать. Мӑшӑрӗ те ку тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Елизавета Егоровна тек качча кайман. Вӑл ачисене ӳстернӗ, хуҫалӑх тытса пынӑ. Вӑл ӗмӗрӗпех колхозра тар тӑкнӑ.
Юбилейпе саламламашкӑн тӑванӗсем кӗрекене пухӑннӑ. Чиновниксем те пӗр ӗмӗр хыҫа хӑварнӑ кинемее саламланӑ: чечек ҫыххи тата Владимир Путин янӑ ҫырӑва тыттарнӑ.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, вӑл ҫемьене йышӑннӑ тӑлӑх ачасене хӗненӗ.
Ҫак хӗрарӑм виҫӗ тӑлӑх ачана хӑйӗн хӳттине илнӗ. 2012 ҫулта вӑл 1999, 2004 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрачасене тата 2005 ҫулта кун ҫути курнӑ арҫын ачана ҫемьене йышӑннӑ.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм 2012–2016 ҫулсенче виҫӗшне те хӗненӗ: ҫӳҫрен сӗтӗрнӗ, пиҫҫихипе ҫапнӑ. Сӑлтавӗ кашнинчех тӗрлӗрен пулнӑ: шкулта япӑх паллӑсем илнӗ, тумне вараланӑ, кӑлпасси татӑкне ыйтмасӑрах ҫинӗ, картишре туратсене пуҫтарман…
Пӗррехинче хӗненӗ хыҫҫӑн ачасем ҫырмари ҫӑлкуҫ патне тарнӑ. Унта вӗсене полици ӗҫченӗсем тупнӑ. Халӗ следовательсем ку ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Ҫутҫанталӑкӑн хӑйӗн саккунӗ те кӗр енне пушшех те ун кӑмӑлне пӗлсе ҫитерме йывӑр. Республикӑри хӑш-пӗр хуҫалӑхра халӗ ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑрах тӑнине кура копалкӑпа та кӑлараҫҫӗ, ҫавна май пуҫтарма ҫынсене илсе тухаҫҫӗ. Хальлӗхе мӗнпур лаптӑкӑн ҫуррине кӑна кӑларма ӗлкӗрнӗ-ха. Хирте 47 комбайнпа 73 копалка ӗҫлет.
Красноармейски районӗнче вӑрлӑхшӑн ӳстернӗ куккуруса вырса тӗшӗлеме тухнӑ. Ҫак культурӑна ытти ҫӗрте те, сӑмахран, Вӑрнар, Шупашкар районӗсенче, акса хӑварнисем пур.
Кӗрхисене акасси те малалла пырать. Иртнӗ уйӑхӑн 30-мӗшӗ тӗлне палӑртнин 93,9 процентне ҫӗннӗ. Планпа пӑхнине Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче пӗтернӗ.
Ҫутҫанталӑкӑн хӑйӗн саккунӗ те кӗр енне пушшех те ун кӑмӑлне пӗлсе ҫитерме йывӑр. Республикӑри хӑш-пӗр хуҫалӑхра халӗ ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑрах тӑнине кура копалкӑпа та кӑлараҫҫӗ, ҫавна май пуҫтарма ҫынсене илсе тухаҫҫӗ. Хальлӗхе мӗнпур лаптӑкӑн ҫуррине кӑна кӑларма ӗлкӗрнӗ-ха. Хирте 47 комбайнпа 73 копалка ӗҫлет.
Красноармейски районӗнче вӑрлӑхшӑн ӳстернӗ куккуруса вырса тӗшӗлеме тухнӑ. Ҫак культурӑна ытти ҫӗрте те, сӑмахран, Вӑрнар, Шупашкар районӗсенче, акса хӑварнисем пур.
Кӗрхисене акасси те малалла пырать. Иртнӗ уйӑхӑн 30-мӗшӗ тӗлне палӑртнин 93,9 процентне ҫӗннӗ. Планпа пӑхнине Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче пӗтернӗ.
Ку амӑшӗ ҫамрӑк-ха. Унӑн ачи 6 ҫул тултарнӑ. Тӗпренчӗкне тивӗҫлӗ воспитани парас тесе тӑрӑшман вӑл. Пачах тепӗр май: хӗненӗ.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 27 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ачине тивӗҫлӗ воспитани пама тӑрӑшманшӑн унӑн явап тытма тивӗ.
ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳсӗр ҫак хӗрарӑм ачине хӑш чухне вӑрманта манса хӑварнӑ. Е ывӑлне килте питӗрсе хӑварнӑ та хӑй таҫта сулланса ҫӳренӗ.
Ку кӑна мар: ҫак хӗрарӑм ывӑлне патакпа, телефона заряд памалли шнурпа, вӗлтӗренпе хӗненӗ.
Халӗ хӗрарӑма амӑшӗн правинчен хӑтарас, арҫын ачана опека органӗсене парас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине Александр Коршунов ертсе пыма тытӑнӗ.
Аса илтеретпӗр, министр пуканне паянччен йышӑннӑ Сергей Павлов Вӑрнар тӑрӑхӗнчен республикӑн Патшалӑх Канашне суйланчӗ. Депутатсен вара патшалӑх службинчи вырӑнта ларма юрамасть.
Александр Коршунова министрӑн тивӗҫне пурнӑҫлама шанассине паян республика Правительствин ларӑвӗнче Михаил Игнатьев Элтепер пӗлтернӗ.
Хальхи вӑхӑтра Александр Коршунов Агрохими службин «Чувашский» патшалӑхӑн центрне ертсе пырать. Федерацин патшалӑх хысна учрежденийӗ шутланакан ҫав центр пуҫлӑхне лариччен вӑл республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче те ӗҫленӗ. Сӑмах май каласан, маларах асӑннӑ Сергей Павлов та вӑхӑтӗнче ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.